Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сĕт мĕншĕн йỹнĕ?

Сĕт мĕншĕн йỹнĕ?

Ял çыннине пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри çакă. Юридика сăпачĕсем тата уйрăм предпринимательсем ялсенчи уйрăм хушма хуçалăхсенчен туянакан сĕт хакĕ чаксах пырать.

Специалистсем çакна тĕрлĕ пулăмпа — лавккара сутакан сĕт хакĕ йỹнелнипе те сăлтавлаççĕ. Статистика тăрăх, вăл 55 пус чакнă. Беларуç Республикин ял хуçалăх министерстви те сĕтрен хатĕрленĕ хăш-пĕр продуктсен хакĕсене малтанах чакарнăччĕ. Унсăр пуçне, 2022 çул кăтартăвĕсем тăрăх, Раççейре пурăнакансем сĕтпе апат-çимĕçре сахалрах усă курни паллă, çакă цифрăсенче те уççăнах çирĕпленет. Раççейĕпе илсен, пĕтĕмĕшле сĕт туса илесси юлашки 5 çулта 2,2 миллион тонна чухлĕ ỹснĕ. Чăваш Енре те 2022 çулта 461,7 пин тонна сĕт туса илнĕ, 2018 çулта вара вăл 411,8 пин тонна пулнă. Санкцисене пула сĕт экспорта та сахалрах кайма пуçланă.

Килти хушма хуçалăхсенчен пухакан сĕт хакĕ пĕр уйăхра 18 тенкĕ те 80 пус таран (иртнĕ çулхипе танлаштарсан 21 процент сахалрах), сĕте ĕçлесе хатĕрлекен предприятисен хакĕ 10 процент (26 тенкĕ те 6 пус таран) чакнă. Хальхи вăхăтра Чăваш Енре анчах мар, пур регионра та çак лару-тăру.

Аграрисемшĕн чĕр тавара вырнаçтарасси (сĕте анчах мар, тĕш тырра та) çивĕч тăнине кура Республика Пуçлăхĕ иртнĕ эрнере пулса иртнĕ Чăваш Енри Агропромышленность комплексĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин коллегийĕн пĕрлехи ларăвĕнче ку тĕлĕшпе агромаркет йĕркелени лару-тăрăва улăштарма пултарни çинчен чарăнса тăнă. Ку тĕлĕшпе укçа-тенкĕ те уйăрнă. Ятарлă лапамра хуçалăхсем хăйсен продукцине сутма-кăтартма пултарĕç. Унта ярмăрккăсем, фестивальсем иртĕç, çынсен экологи тĕлĕшĕнчен таса продукцие тутанса пăхма, туянма май пулĕ. Агромаркет ĕçне çỹллĕ шайра йĕркелени кỹршĕ регионсенчи туристсене те илĕртме тивĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code